Экзамена хатĕрленетпĕр

9-мĕш класс вĕренекен ачасем!

Сире чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленмелли материал сĕнетпĕр. Ăна ятарласа çак электрон пособи валли хатĕрленĕ. Паллах, ăна сире хальччен сĕннисенчен кăшт урăхларах йĕркеленнĕ. Пособие пĕтĕмпе 10 тĕслĕх кĕртнĕ. Сире хăшĕ çакланасси компьютертан килет. Сире тивĕçнĕ материалпа мĕнле ĕçлемеллине аяларахри кăтартусене вуласа пĕлме пултаратăр.

 

 

Пособири материалпа усă курмалли кăтарту

 

Экзамен ĕçĕсене тума 4 сехет (240 минут) уйăраççĕ. Сирĕн монитор çинче сехет пулать, вăхăта кăтартура асăннă чикĕре тытса пыма тăрăшăр. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăнине шута илĕр, хăвăр вăя тата пĕлĕве тулли усă курăр.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Текста диктор вуласа парать. Тимлĕ итлĕр, текста икĕ хутчен итлĕр. Изложени çырма 60-70 минут таран вăхăт уйăрăр.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. 2-мĕш пай валли сирĕн умра текст пулать.  Сирĕн малтан итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Çавăнпа та ­ алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн текст хыççăн вырнаçнă 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май сирĕн хăвăр хуравăрпа тÿр килекен çаврашкана пăнчă лармалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 45 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче ­ итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать, хăвăр ĕçе  учителе тĕрĕслеттерĕр.

Ăнăçусем сунатпăр!

Тĕп страницăна

Hosted by uCoz